Пирӗн халӑхшӑн ҫак харҫӑ ҫӗнтерӳ ҫулӗ ҫине тухни пултӑрах.
Авалхи юмахран.
Хӗвел анса тӗттӗмленсен, Купрат хӑйӗн мӗнпур ҫарне тапӑра тӑма хушрӗ. Пӑлхар ҫарӗнче кашни нукер, кашни ҫарпуҫӗ хӑш самантра мӗскер тумаллине пӗлет. Патша тапӑра тӑма хушнӑранпа ҫичӗ ҫӗмрен пемелӗх вӑхӑт та иртмерӗ, — Шура Чатӑр хатӗр те. Шурӑ Чатӑр — патша чатӑрӗ, чи аслӑ ҫарпуҫӗ тӑракан вырӑн.
Тепӗр вунӑ-вуникӗ ҫӗмрен пемелӗх вӑхӑт хушшинче пӗтӗм тавралӑх чатӑрсемпе те хӳшӗсемпе тулчӗ, пин-пин кӑвайт ҫуна пуҫларӗ. Ҫав хушӑра сылтӑмра, йӗртаулсем кайнӑ енче тӳпене пилӗк ҫунакан ҫӗмрен вӗҫсе хӑпарни курӑнчӗ. Ку — ҫӗнтерӳпе таврӑнни. Йӗртаулсене йывӑр килнӗ йулсан, тӳпене виҫӗ ҫунакан ҫӗмрен вӗҫсе хӑпармаллаччӗ. Часах шурӑ Чатӑр патӗнче ут ури сассисем, хыттӑн кӑшкӑрашни илтӗнчӗ. Ҫӳле ҫӗкленӗ ҫунакан вутпуҫҫисем пӗтӗм тавралӑха кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ кӳреҫҫӗ.
Чатӑр алӑкӗ яриех ҫӗкленчӗ, шала ертелей кӗрсе тӑчӗ.
— Кӑрӑмкул-ӗмпӳ! — пӗлтерчӗ вӑл, патшана пуҫ тайса.
Ун хыҫҫӑнах Кӑрӑмкул, Кӑтра, Айтул, Теккипел тата ытти ҫарпуҫӗсем кӗрсе тӑчӗҫ. Вӗсемпе пӗрле — аллисене ҫыхнӑ икӗ авар ҫарпуҫӗ.
— Акӑ, аслӑ патшамӑр, чӗнмен хӑнасем! — терӗ вӗсем ҫине кӑтартса ӗмпӳ. — Паллатӑн-и?
Купрат хӑй умӗнче пуҫне усса таракан тӑшманӗсем ҫине сӑнаса-сӑнаса пӑхрӗ.
— Ха-ха, тахҫанхи тус! — тӗлӗннӗн каларӗ вӑл. — Акилпай!.. Лупутайӑн ачалӑхри тусӗ!.. Теприне вара палламастӑп...
— Акилпай ачи. Асли, Шеттек! — ӑнлантарчӗ ӗмпӳ. — Лупутай — Шеттекӗн аталӑкӗ.
— Маттур, Кӑрӑмкул! — ӑшшӑн тав туре патша. — Ашшӗпе ывӑлӗ. Эппин, Акилпай пире паян мӗн кирлине пӗтӗмпех каласа парать. Ҫапла-и, Акилпай?
— Аварсем хӑйсен тивӗҫне сутмаҫҫӗ, — сиввӗн каларӗ Акилпай.
— Тивӗҫне ан сут эсӗ, — кулса ячӗ Купрат. — Пире мӗн кирлине ҫеҫ кала. Тӗслӗхрен, хан хӑй ӑҫта?
— Нимӗн те каламастӑп. Вӗлерсессӗн те, вутра ҫунтарсассӑн та...
— Ӗненетӗп, — тыткӑнҫа куҫӗнчен тинкерчӗ патша. — Акилпая хӑратма та, ҫӗнтерме те ҫуккине лайӑх пӗлетӗп. Ҫав хушӑрах тата... Астӑватӑн-и, Акилпай, ҫирӗм ҫул каялла висантисене хирӗҫ пӗрле кӗрешрӗмӗр. Висантисем ун чухне Аттилтан юлнӑ йӑхсене пӗтӗмпех касса тухма хатӗрччӗ... Пӗрле кӗрешрӗмӗр те... ҫӗнтертӗмӗр... Халӗ мӗншӗн пирӗн ҫӗре те пирӗн пурлӑха хапсӑнмалла пулчӗ-ха санӑн?
Тыткӑнҫӑ нимӗн те чӗнмерӗ.
— Астӑватӑн-и, Акилпай, Ас тинӗсӗ хӗрринчи ҫапӑҫӑва. Висантисен аттикки никам пырса тапӑнайми тимӗр шапа пек тӑратчӗ. Пирӗн ҫӗмренсем те, сӑнӑсем те нимӗн те тӑваймасчӗҫ. Миккитран кунта усси ҫукчӗ. Амрита ҫапӑҫӑва ятӑмӑр. Вӗсем те висанти аттиккин ӗречӗсене ҫӗмӗрсе кӗреймерӗҫ. Паллах, эпир аттиккине пур енчен те хупӑрласа илсе, темиҫе кун хӳтерсе, чӗрӗллех тытса илме те пултарнӑ. Анчах апла тума пирӗн вӑхӑт ҫукччӗ. Тинӗсре — висантисен карапӗсем, унта туп-тулли ҫӗнӗ ҫар. Висантисен аттиккине пирӗн ҫав ҫӗнӗ ҫар килсе ҫитиччен ҫӗмӗрсе тӑкмаллаччӗ. Эсӗ вара питӗ лайӑх шухӑш патӑн. Астӑватӑн-и?
— Вӑл шухӑша эпир пӗрле шухӑшласа тупрӑмӑр, — кӑмӑлӗ уҫӑла пуҫларӗ Акилпайӑн. — Пӗрле, пӗрле, Купрат-патша. Сӑмалаллӑ вутпуҫҫисем...
— Ҫапла, пирӗн ҫӑмӑл ҫунатлӑ микитҫӑсем тӗттӗмленсе ҫунакан вутпуҫҫисем тӗрлӗ енчен ывӑтма тытӑнчӗҫ. Шатӑртатса ҫунакан вута хирӗҫ темле купе тӑхӑнсан та чӑтаймастӑн. Висантисен аттикки самантрах сикпӑрҫа ернӗ йытӑ кӗтӗвӗ пек пулса тӑчӗ. Пире ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ. Пирӗн амритҫӑсем, йывӑр алтаспанӗсемпе ҫул уҫа-уҫа, висантисен хушшине кӗрсе кайрӗҫ. Эсӗ чи малтисенчен пӗриччӗ. Ҫавӑн чухне эсӗ йывӑр амантӑн...
— Купрат, аса илтермесессӗн те пӗлетӗп, — йывӑррӑн сывласа илчӗ Акилпай. — Ун чухне мана эсӗ ҫӑлтӑн. Анчах та ку вӑл халӗ эпӗ сан тусу пулассине пӗлтермест. Эпӗ ант туна, ӗмӗр-ӗмӗр Лупутайпа пӗрле пулма сӑмах панӑ. Пӗлетӗп: хам сӑмаха эпӗ тытатӑпах.
— Эппин, чӗрӗллех ӳтне сӳмелле пулать. Ку та пулӑшмасан, шалча ҫине лартмалла пулать...
— Ку та, вӑл та, ним те пулӑшмӗ сана, Купрат, — пуҫне енчен енне сулчӗ Акилпай.
Патша куҫӗ ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илчӗ:
— Сана мар, ывӑлна... Шеттекна... Эсӗ ӑна мӗнле юратнине пӗлетӗп эпӗ...
Акилпай, хӑранипе кӑшкӑрас тенӗн, пуҫне ялт ҫӗклерӗ, сасартӑк унӑн куҫӗнче пурнӑҫ вӑйӗ сӳнчӗ, вӑл, хай хӑранине палӑртас мар тенӗн, аяккалла пӑха пуҫларӗ.
Купрат ҫакна асӑрхарӗ:
— Эй, Шеттекӗн кӗпи-йӗмне хывса илӗр те!.. — хыттӑн хушрӗ вал. — Акилпай, кур. Сан куҫу умӗнчех юратнӑ ывӑлна... Е мана мӗн кирлине калатӑн-и?.. Ҫук, эппин...
Патша, хушнине тӑвӑр тесе, аллине сулчӗ. Куҫ хупса илмелӗх самантра Шеттек ҫинчен мӗнпур тумне хывса илчӗҫ.
— Малтан вутпа ҫунтарӑр! — хушрӗ Купрат.
Ҫавӑнтах темиҫе вутпуҫҫи Пихампар пек хитре ҫамрӑка ӗнте пуҫларӗҫ. Таврана ӗнӗк шӑрши ҫапрӗ.
— Кала, Акилпай, кала, ӑҫта хан? Тан шывӗн ку енче-и? — асаплантаракансене чарӑнма хушса, каллех калаҫӑва пуҫларӗ Купрат.
— Салтӑр алла! — сасартӑк каларӗ Акилпай.
— Атте, ним те ан кала! — кӑшкӑрчӗ Шеттек.
— Аҫуна ан вӗрент, ачам! — сиввӗн каларӗ Акилпай, аллине салтнӑ хыҫҫӑн хусканусем туса. — Аҫу ватӑ ӗнтӗ, мӗн ҫисен мен ӗҫмеллине пӗлет. — Унтан патша енне ҫаврӑнчӗ. — Эпир санпа, Купрат, туссем пулнӑ. Эпир пӗр йӑхран тесессӗн те пырать. Пирӗн чӗлхе пӗр. Пирӗн асаттесем аслӑран та асла Аттила хӑйсен пӗртен-пӗр патши тенӗ. Пирӗн ӳлӗмрен те пӗрле пурӑнмаллаччӗ те... Анчах пурнӑҫ эпир ӗмӗтленнӗ пек ҫеҫ аталанса пымасть ҫав, нимӗн тума та ҫук. Тискер шӑпа пире вутлӑ ҫырман икӗ енне тӑратрӗ. Эсир халӗ — пӑлхарсем, эпир — аварсем... Пирӗн пӗр тӗрлӗ пурнӑҫ, сирӗн — тепӗр тӗрлӗ. Анчах этемӗн тивӗҫӗ пӗрре кӑна. Чӑн-чӑн этем хай тивӗҫне нихӑҫан та сутмасть. Ӑна эсӗ, Купрат, манран та лайӑх пӗлетӗн, унсӑрӑн аслӑ патша пулаймастӑнччӗ...
Акилпай сасси йӑвашланнӑҫемӗн йӑвашланса пычӗ. Ҫакӑ улталарӗ те — Купрата та, теккерсене те...
Сасартӑк, шурӑ парс пек сиксе ӳксе, ватӑ Акилпай ҫывӑхри теккерӗн пиҫиххинчен ҫакса янӑ анкарне туртса кӑлӑрчӗ те чӗрӗм хушшинче хӑйне мӑйӗнчен кӗрӗслеттерсе чикрӗ. Туп-тулли сывлӑш тултарнӑ хӑмпа шӑтарнӑ хыҫҫӑнхи пек ха-а-ашлатни илтӗнчӗ, Акилпай ҫавӑнтах Купрат патша ури умне тӗшӗрӗлсе анчӗ.
— Эх, Акилпай, Акилпай! — куҫҫулӗ тухрӗ Купратӑн. — Чӑн-чӑн Улӑпчӗ эсӗ. Санпа пӗрле ҫуттӗнчерен юлашки Улӑп ҫухалчӗ пулӗ. — Куҫҫульне шӑлса илчӗ. — Эй, Шеттеке тумлантарӑр! Антив, ашшӗне кӗлтуса пытартӑр.>>* * *<<
Эрне ытла ӗнтӗ пӑлхарсемпе аварсем тискер вӑрҫӑ ҫулӑмӗнче ҫунаҫҫӗ. Кашни кун — юнлӑ ҫапӑҫу, анчах паян куна ҫитсе те Купратӑн шӗкӗр элемӗ Хаяр-турра вӗл-вӗл вӗҫсе саламлаймарӗ-ха.